Эх,çăварни,çăварни...
Эх,çăварни,çăварни...
Салам пурне те, хаклă ял-йышсем, хăнасем Уçырмари вулавăш (Малобикшихская сельская библиотека) çăварни эрни çитнипе пурне те саламлать!
Кашни ĕç-пулăмĕн хӑйӗн вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Хĕллепе çу вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне иртереççĕ. Çăварни тени тепĕр майлă „çу эрни”, „хĕле ăсатни”, „çуркуннене кĕтни”. Çăварни çурхи кун тăрăшшшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланать. Яш-кĕрĕм, хĕр-упраç Çĕнĕ çул иртсенех çăварние хатĕрленме тытăнать. Çăварние юрăпа – ташăпа хавассăн кĕтсе илнĕ.
Ырă йăла – йĕрке аса илсе , пирĕн вулавăш пурне те çăварни юррисене аса илме йыхăрать, çавăнпа та саламлă çак çырăва юррăн сăмахĕсене сирĕн валли, пурин валли те вырнăçтатать.
17:29 25.02.2025 16+