Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канаш муниципаллă округĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхесĕр – чăн-чăн пĕлÿ çук» фестиваль иртрĕ
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канаш муниципаллă округĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхесĕр – чăн-чăн пĕлÿ çук» фестиваль иртрĕ. Унта пирĕн шкулти ачасем те хастар хутшăнчĕç.
«Манман-ха вăрçă суранне, асра тытатпăр паттăрсен ятне» темăпа çырнă сочиненисен конкурсĕнче Смолин Арсений (8-б) 1-мĕш вырăн, Качанова Дарья (7-б) 2-мĕш вырăн йышăнчĕç.
«Константин Иванов чăваш поэзийĕн классикĕ», «Стихван Шавли – нумай енлĕ пултарулăх» кроссвордсен конкурсне хутшăнса Степанова Софья (9-а), Игнатьева Дарья (9-а), Фролова Варвара (8-а) малти вырăнсене тухрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене, вĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене Максимова Надежда Константиновнăна, Сергеева Людмила Николаевнăна, Смолина Светлана Нестеровнăна саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.
23:05 18.04.2025 16+