Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ драма театăрĕ кăçалхи çул 105 çулхи сумлă юбилейне уявлать. Çавна май Çĕнĕ...

Шелттем ял библиотекинче «Халăх юратакан театр» ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Унта «Шанчăк» алă ĕçĕн активĕпе пĕрле, Шелттем тăрăхĕнчи клуб ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ драма театăрĕ — чăвашсен этемлĕхĕн чи аслă вырăнĕ. Показать ещё
Илемлĕ пултарулăх ертӳçи — СССР халăх артисчĕ Яковлев Валерий Николаевич. Театăра 1918-мĕш çулта Хусанта И.С.Кошкинский пуçарса янă. А.Островскин «Хăв пурăнас пек ан пурăн» пьесине лартнă. 1921-мĕш çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Шупашкара куçса килнĕ. Театр репертуарĕнче чăваш драматургĕсен пьесисене тата вырăс классика куçарăвĕсене лартнă, спектакăлĕсене чăвашла вылянă. 1933-мĕш çулта театр академиллĕ ята тивĕçет. 1959-мĕш çулта ăна К.В.Иванов чыслă ятне параççĕ. 1947-мĕш çулта театр ушкăнне ГИТИСăн Чăваш студине (М.М.Тарханов курчĕ) ăнăçлă вĕçленĕ çамрăк ăстасем кĕреççĕ.
Паллă артистсем: Ырсем Ольга Ивановна (театра йĕркелекеннисенчен пĕри), Тани Юн, Кузьмина Вера Кузьминична, Андреев Аркадий Алексеевич, Яковлев Валерий Николаевич, Верьялова Ирина Васильевна, Демидов Александр Оскарович, Димитриев Арсентий Валерианович, Григорьева Нина Ильинична, Зубкова Надежда Алексеевна, Яковлева Нина Михайловна тата ыттисем те. Мероприятие пухăннисем юратнă театрăн кун-çулĕ, паллă артисчĕсем çинчен, электронлă слайдсем пăхса, калаçу итлерĕç, «Кай-кай, Ивана», «Праски инке кин кĕртет» пьеса пайĕсене пăхрĕç.
Çак кунсенче чăвах актриси Тани Юн çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май, пухăннисене, театрти тата кинори творчестви çинчен те итлеме кăмăллă пулчĕ, «Актриса, драматург, куçаруçă» ятпа калаçу итленипе пĕрле, Тани Юн ÿкереннĕ кино пайĕсене пăхма кăсăклă пулчĕ.
Юн Тани (чăн хушамачӗ Максимова-Кошкинская, çуралă чухне Бурашникова Татьяна Степановна ята панă), — чăваш актриси. 1903 çулхи кăрлачăн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чăваш Енĕн Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче çуралнă. 1977 çулхи юпа уйăхӗн 6 Шупашкарта вилнӗ.
Революци вăхăтӗчен вăл Пӗрçырлан пуçламăш шкулӗнче, кайран Большесундырский икӗ класлă шкулта вӗреннӗ. Етӗрнере иккӗмӗш ступене вӗренсе петернӗ хыççăн вăл 1921 çулта мускаври çар-спорт шкулне вӗренме кӗнӗ.
1924 çулта Чӑваш драма теартӗнчи А. И. Слабодский ертсе пынă студие вӗренсе пӗтернӗ. Чăваш тата Вырăс драма театрӗсенче вылянă. Кунта ăна Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пулас мăшăрӗ асăрханă. 1937-1940 çулсенче репрессине лекнӗ.
1940 çулхи кăрлач уйăхӗнче Чăваш АССРăн НКВД Таньăн ыйтăвне пăхса тухнă та ăна тӗрӗс мар тесе палăртнă, хупса лартнă вырăнтан кăларнă. Анчах та актриса ӗҫне пикенме чарнă.
1950 çулсенчен пуçласа литература ӗҫне пикеннӗ. Вырăс çыравçисен ӗҫӗсене чăваш чӗлхи çине куçарнă.
Кӗлеткипе хитре пулнăран, тата выляма та лайăх вылянă пирки вăл "Чăвашкино" студи ӳкернӗ нумайăш чăваш фильмӗсенче ӳкерӗннӗ. Пӗрремӗш картини «Волжские бунтари» ятлă пулнă
Вӑл ӳкерӗннӗ картинӑсенчи рольсем: Амăшӗ ("Волжские бунтари", 1926), Сарпике ("Сарпиге", 1927), Уркка ("Черный столб", 1928), Марье ("Вихрь на Волге", 1928), Таиса ("Апайка", 1929), Колхоз председателӗ ("Помни!", 1932) тата ыттисем.
Юлашкинчен пухăннисем, Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ драма театрне, паллă артисчĕсене, Тани Юна халалласа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕнчи кĕнекесемпе, альбомсемпе паллашрĕç.

22:01 27.01.2023 16+
3853
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top