18+
Специальная версия

Паянхи кӗрхи хӗвеллӗ кун Канаш муниципалитет округӗн  Ҫеҫпӗл вӑтам шкулӗнче пысӑк уяв пулса иртрӗ

Паянхи кӗрхи хӗвеллӗ кун Канаш муниципалитет округӗн  Ҫеҫпӗл вӑтам шкулӗнче пысӑк уяв пулса иртрӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисен илемлӗ вулавӗн конкурсне пирӗн Шӑхасан шкулӗн ачисем те хастар хутшӑнчӗҫ. Чи пӗчӗккисем, 5- мӗш "б" класра вӗренекен Ананьева Миланӑпа Павлов Арсений, хӑйсен ушкӑнӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Ҫавӑн пекех 1- мӗш вырӑна Иванова Варвара( 8-б),  2- мӗш вырӑна Иванова Даша(11), Старыгина Таисия(7-б), Терентьева Анна(5-а)
тухрӗҫ. 
   Эпир пирӗн хушӑра чӑвашла калаҫса ӳсекен ачасем пурришӗн савӑнатпӑр, вӗсен ашшӗ -амӑшне тав тӑватпӑр, конкурса хутшӑннӑ маттур ачасене тата вӗсен вӗрентекенӗсене Шерки Эльвира Николаевнӑна, Смолина Светлана Нестеровнӑна, Максимова Надежда Константиновнӑна, Сергеева Людмила Николаевнӑна саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
23:08 12.11.2025 16+
1035

Оставить сообщение: