Раштавăн 12-мĕшĕнче Канашри 1-мĕш вăтам шкулта
Раштавăн 12-мĕшĕнче Канашри 1-мĕш вăтам шкулта
4-мĕш «б» класра Ольга Петровна класс ертÿçи тăрăшнипе пуян та интереслĕ «Орлёнок Мастер» асра юлмалли урок иртрĕ. Урокра чăваш тĕррин илемлĕхĕпе курса киленме май килчĕ. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕпе ачасене Мăкăр ялĕнчи культура ĕçченĕ Вероника Иванова паллаштарчĕ.
Унта ачасем чăваш тĕррин илемлĕхне курса киленчĕç, капăр эрешсем ăсталаса пăхрĕç. Вĕренекенсен чунĕсенче çутă ĕмĕт çуралчĕ, çывăх çынсене çитес уявра чăваш тĕрриллĕ сăмса тутрисем парнелеме ĕмĕтленчĕç.
Чăваш тĕрри - искусство кăна мар, вăл пирĕн халăхăн йăли-йĕркипе кун - çулне уçăмлатакан пуян тупра.
Илемлĕ чăваш тĕрри, тĕрлеме пĕлсен кăна.
Эрешлĕ тĕррĕн хăватне хамăр чĕрере упрасчĕ!
08:34 13.12.2025 16+