Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Раштавӑн 14-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗ Шупашкар артисчӗсене йышӑнчӗ

Раштавӑн 14-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗ Шупашкар артисчӗсене йышӑнчӗ. Трактор тӑвакансен культура керменӗ ҫумӗнчи "Ҫӑлкуҫ"халӑх театрӗ "Атте мана шур пӳрт лартса парас терӗ" 2 пайлӑ драмӑпа паллаштарчӗ ял ҫыннисене.

Юрату виҫкӗтеслӗхӗ мӗн патне илсе ҫитернине уҫҫӑн кӑтартса парать спектакль: пӗр вӗҫӗмсӗр кӗвӗҫӳ, харкашу, ӑмсану. Кашни сӑнарӑн хӑйӗн ӗмӗчӗ-тӗллевӗ, кӑмӑл-туйӑмӗ.

Пӗрисемшӗн юрату, ҫемье телейӗ тӗп вырӑнта, теприсене вара укҫа-тенкӗ, пурлӑх, пуянлӑх ытларах илӗртет, тӗпсӗр авӑра ҫакланнине те сисмеҫҫӗ вӗсем.

Н. Сидоров драматург ку пьесӑна ҫырнӑ чух чӑваш халӑх юррине тӗпе хунӑ. Ашшӗ ывӑлне пӳрт лартса пама шантарать, анчах ҫакӑ ӗмӗт кӑна пулса юлать, тӗп геройсен пурнӑҫӗ те арканать.

Артистсем хӑйсен ролӗсене чуна витермелле вылярӗҫ. Тӗп сӑнара спектакль режиссерӗ Ольга Ухтерикова питӗ ӑста калӑпларӗ. Тӑван ашшӗн юратӑвӗсӗр, хӳтлӗхӗсӗр ӳснӗ ывӑл ролӗнче вара Вӑрман Енӗш каччи Максим Максимов пулчӗ.

Сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫа куракансем тимлӗ пӑхса ларчӗҫ. Кашни пулӑм чун-чӗрере тарӑн йӗр хӑварчӗ, шухӑша ячӗ.
07:31 15.12.2025 16+
248
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top