"Енӗшсем" халӑх фольклор ушкӑнӗ Н. А. Павлова 75 ҫулхи юбилейпа саламларӗ.
"Енӗшсем" халӑх фольклор ушкӑнӗ Н. А. Павлова 75 ҫулхи юбилейпа саламларӗ.
Николай Анатольевич пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван халӑх культурипе ҫыхӑннӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче театрта чылай роль калӑпланӑ вӑл. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫуралнӑ ялне таврӑннӑ, Пратьякас Енӗш клубӗнче вӑй хунӑ, кану каҫӗсемпе концертсем, уявсем, тавра пӗлӳ сехечӗсем йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра хастар ватӑ Вӑрман Енӗш клубӗпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Пӗрре кӑна мар вӑл клуб чысне район тата республика шайӗнче хӳтӗленӗ, Вера Кузьмина ячӗпе иртекен илемлӗ вулакансен конкурсӗнче малти вырӑнсене те йышӑннӑ. Кӑҫал тӗрлӗ йывӑҫ туратӗнчен шӑхлич тӑвассипе ӑсталӑх сехечӗсем ирттерчӗ.
"Енӗшсем" юбиляра ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунса юрӑ-ҫемӗ шӑрантарчӗҫ, чун-чӗререн тав турӗҫ.
21:12 21.12.2025 16+