ЧЕРЕТЛĔ ГУМАНИТАРИ ПУЛĂШĂВĔ ĂСАТНĂ
ЧЕРЕТЛĔ ГУМАНИТАРИ ПУЛĂШĂВĔ ĂСАТНĂ
Иртнĕ кунсенче Канаш округĕнчен хамăрăн Раççей салтакĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр.
«Ыр кăмăллăх» акцине Мăкăр ялĕсем те 13-мĕш хутчен хастар хутшăнчĕç. Укçа - тенкĕ пуçтарса салтаксем валли генератор, бензопила, шуроповёрт, инструментсем, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ япаласем, тĕрлĕ хатĕрсем туянса ăсатрăмăр. Çак пулăшу ентешĕмĕрсен службине палăрмаллах çăмăллатасса шанатпăр. «Пĕрлĕхре вăй», – тенĕ ватăсем.Çак пысăк акци эпир пурте пĕр шухăшлă пулнипе, пĕрле вăй хунипе тÿрре тухрĕ.
Хисеплĕ туссем, ял-йыш! Сире пуне те тав сăмахĕ калас килет.
Малалла та çакăн пек «Ыр кăмăллăх» акцине хастар хутшăнасса шанса тăратпăр.
15:23 21.12.2025 16+