Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявне халалласа Мăкăр культура çуртĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявне халалласа Мăкăр культура çуртĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ. Ăна пирĕн юратнă юрăç Владимир Леонтьев йĕркелерĕ. В. Леонтьевпа пӗрле Зоя Никифорова, Елена Леонтьева куракансене хӑйсен юррисемпе савӑнтарчӗҫ.Асатте-асаннесен мĕн авалтан упранса юлнă юррисене шăрантарчĕҫ. Ял-йышсем кашни юррине хĕрÿллĕн алă çупса ăсатрĕç.

Уявра тус-тăванлăх юррисемпе киленчĕç, пĕрле юрларĕç, чăваш тĕрриллĕ тумĕсене курса савăнчĕç.
Тавах сире, хаклă хăнасем, пирĕн кăмăл-туйăма çĕкленĕшĕн, çĕнĕ ĕмĕтсем парнеленĕшĕн.
Концерт хыççăн хăнасем çавра сĕтел тавра ларса техĕмлĕ чейпе сăйланчĕç.

Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр! Çĕнĕ çулта ырă, савăнăçлă хыпарсем нумайрах пулччăр. Кашни килте килĕшÿпе тăнăçлăх хуçалăнтăр. Яланах таса та кăвак мирлĕ тÿпе пултăр. Кашни çын чĕринче çутă ĕмĕт çуралтăр.
Áнăçу пултăр çулсерен , вăй - хал хутшăнтăр кунсерен!
21:01 20.12.2025 16+
18
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top