Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Ҫӗнӗ ҫул - чи кӗтнӗ те хаваслӑ уявсенчен пӗри. Туслӑ йышпа кӗтсе илчӗҫ ӑна Вӑрман Енӗш клубӗнче

Ҫӗнӗ ҫул - чи кӗтнӗ те хаваслӑ уявсенчен пӗри. Туслӑ йышпа кӗтсе илчӗҫ ӑна Вӑрман Енӗш клубӗнче.

️Ҫӗнӗ ҫул лотерейинчен пуҫланчӗ вӑл. Кашни япалах хӑйӗн хуҫине тупрӗ. Юр пикепе Хӗл мучи саламӗ, парни-кучченеҫӗ кӑмӑла ҫӗклерӗ.Чӑрӑш тавра юрласа-ташласа, выляса киленчӗ ача-пӑча. Ватти те, вӗтти те чун каниччен савӑнчӗ .

️Клуб ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ял-йыша илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, шӳт-кулӑпа хавхалантарчӗҫ. Асамлӑ тӗл пулусемпе асра юлчӗ уяв каҫӗ.
18:46 01.01.2026 16+
37
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top