Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Кӑрлачӑн иккӗмӗшӗнче

Кӑрлачӑн иккӗмӗшӗнче
Трак енӗн Танӑш ялӗнче
Ҫуралнӑ чӑн чӑваш ачи -
Чӑвашӑн паллӑ сӑвӑҫи - Юрий Сементер 85 çyл тултарчĕ.

Вӑл - Сементер - сӑмах ӑсти,
"Ялав" журнал та ун шӑпи.
Ӗҫленӗ нумай ҫул унта,
Куллен туптанӑ ӑс-тӑна.

Нумай вӑл ҫырнӑ кӗнеке...
Паян тулли, ав, кӗреке.
Вӑл сакӑр вунӑ пиллӗкре -
Хаваслӑ туйӑм чӗрере.

Ҫулсем иртни вӑл ним те мар -
Ентешӗмӗр чунпа хастар.
Ҫырать, тӗпчет те пичетлет,
Тӗлпулусем те ирттерет.

Юбиляра чунтан савса,
Кӑмӑлтанах саламласа
Сунатпӑр сывлӑхлӑ кун-ҫул:
"Юрла, ташла, калаҫ та кул!

Куллен ҫутат ҫут сӑнупа,
Пуян, сӑпай, ӑш чунупа,
Ыр сунӑмлӑ хайлавупа,
Ӑс-тӑн паран сӑмахупа."

Зинаида Михайлова

Юрий Сементер - нумай кĕнеке авторĕ.
Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче Юрий Сементер çyралнă куна халалласа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Вулавçăceм паллă çыравçăн пурнăçĕпе тата унăн хайлавĕceмпе паллашрĕç, сăввисене кăмăлласа вуларĕç.
22:18 07.01.2026 16+
36
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top