1906-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Хусанта «Хыпар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ.
1906-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Хусанта «Хыпар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Вăл чăвашла пĕрремĕш периодика кăларăмĕ пулса тăнă.
Ҫак кун Караклӑн ял вулавӑшӗнче «Паянхи «Хыпарӑн» çул çыравĕ» таврапӗлӳ сехечӗ иртрӗ. Хаҫат никӗслевҫи тата пӗрремӗш редакторӗ паллӑ ученӑй-энциклопедист, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи Николай Никольский пулнине вулакансем пӗлнӗ. Пӗрремӗш тираж 1500 экземплярпа танлашнӑ, темиҫе кун хушшинче саланнӑ. Хаҫат страницисенче чӑвашсен кулленхи пурнӑҫӗпе культури ҫинчен ҫырнӑ заметкӑсем кӑна мар, политика темипе ҫырнӑ статьясем те пичетленнӗ. Хаҫат ятне пӗрре мар улӑштарнӑ. Ҫапла 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл «Канаш», «Коммунизм ялавĕ» пек тухса тӑнӑ, анчах та 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 30 - мӗшӗнче малтанхи «Хыпар» ятне панӑ.
Паян «Хыпар» вӑл - издательство ҫурчӗ ӗнтӗ, вӑл 9 хаҫат тата 2 журнал кӑларать.
13:13 23.01.2026 16+