Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Кӗр кӗрлерӗ Çӑварни. Мӑкӑрсем сивӗ хӗле ӑсатрӗҫ.

Кӗр кӗрлерӗ Çӑварни. Мӑкӑрсем сивӗ хӗле ӑсатрӗҫ.
Уява ватти-вӗтти те пухӑнчӗ.Кӗтнӗ Çӑварни уявӗ Мӑкӑр ялӗн гимннӗпе пуҫланчӗ.Ял-йыша,хӑнасене вӑйӑ картине пухрӗ.
Самаварӗ пӑсланчӗ,тутлӑ ҫуллӑ-пыллӑ икерчисем куҫ хӗсрӗҫ.
Тӑвайкки те кӗрлесе тӑчӗ:Ватти-вӗтти ҫунашкапа та,ватрушкипе те мӗн ҫӗрлеччен ярӑнчӗ. Показать ещё
Хӑнасем те,ял-йыш та хаваслӑ конкурссемпе вӑйӑсене хастар хутшӑнчӗҫ,кӑмӑлӗсене ирӗке ярса савӑнчӗҫ.
Уява йертсе пыче Макар вулавашенче еслекен Константинова Е.А.:
"Ырă йăла – йĕрке пурнăçа кĕрсе пыма пуçларĕ. Вăхăтĕнче пирĕн асатте- асаннесем вĕсене çирĕп тытса пынă. Кашни ĕç-пулăмĕн хăйен вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Хĕллепе çу вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне иртереççĕ"- тере Екатерина Алексеевна.
Ял- йыш уява йӗркелекенсене тав сӑмахӗ каларӗ,туслӑх кӑшӑлӗ ҫирӗп пуласса шантарчӗ.Ял-йыш ячӗпе Валерий Бурзуев,Владимир Никифоров тата Дмитрий Николаев(вӑл уявӑн спонсорӗ те пулчӗ) тухса калаҫрӗҫ,уява пухӑннисене ырлӑх-сывлӑх,телей сунчӗҫ,ял-йыша малашне те хастар та активлӑ пулма ыйтрӗҫ.
Уява мӑнуксем те,хӑнасем те ятарласа хурҫӑ ут тытса килни питӗ савӑнтарчӗ,уява хаваслӑхпа илем кÿчӗ.
Уява пухӑннисене,уяв йӗркелесе иртерме пулӑшнисене пурне те чӗререн тав тӑватпӑр. Пӗрлӗхре-вӑй,теҫҫӗ. Çапла пултӑр та малашне те. Тӑван ен малашлӑхӗ пурне те пӑлхантартӑр.
Уяв ячӗпе пурне те!!!

22:11 26.02.2023 16+
4041
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top