Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăйĕн евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăꞔлăха упрать.

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне тата Халăхсен туслăхĕн ꞔулталăкне халалласа М.В. Серов ячĕллĕ Чакаꞔри вăтам шкулта «Тăван чĕлхе - пирĕн пуянлăх» уяв иртрĕ. Çак уявра Мăкăр культура ĕꞔченĕ Вероника Иванова кĕтнĕ хăна пулчĕ. Вероника
Иванова «Туслăх» фольклор ушкăнĕпе тĕрлĕ региона ꞔитсе (Мускав, Сочи, Лазаревский, Крым, Алушта.Мари Республики, Тутарстан-Сиктерме) хăйсен пултарулăхне кăтартнă видеороликпа паллаштарчĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ꞔак уяв ячĕпе асăнмалăх "тухъя" брошь парнелесе хавхалантарчĕ, тĕрлĕ наци халăхĕпе туслă пурăнма, тăван чĕлхене хытă юратма чĕнсе каларĕ.
08:14 21.02.2026 16+
17
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top