Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шӑхасан салинчи Районти культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики-2026» конкурс иртрӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шӑхасан салинчи Районти культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики-2026» конкурс иртрӗ. Канаш муниципалла округ шайӗнчи конкурса халăхсен пĕрлешĕвĕн тата туслăхĕн çулталăкне халалларӗҫ. Конкурсра çичě пике хутшӑнчӗ. Кӑшанаруй тӑрӑхне Ешкильт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Дарья Иванова хӳтӗлерӗ.
Дарья Сергееевна Шуркасси вӑтам шкулне вӗренсе тухнӑ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра Даша тӗрлӗ конкурссене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма тата ӳкерме юрататччӗ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Çӗрпӳри ҫӗвӗҫсене вӗрентекен техникумне хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă. Кунта вӗреннӗ вӑхӑтра студентсен конкурсне тата Раҫҫей шайӗнче ҫӗвӗҫсен хушшинче иртекен конкурсра та хутшӑннӑ. Мероприятиясене активлӑ хутшӑннӑшӑн Чаваш Республикин пуҫлӑхӗн ячӗпе паракан стипендине те илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Ачаранах кӗнеке вулама, юрлама тата ӳкерме юратнӑран вулавӑш ҫуртӗнче иртекен мероприятисенче активла хутшанатччӗ.
Паянхи куна Шуркасси клубӗ ҫумӗнче «Пирӗшти» ушкӑн ӗҫлет. Ку ушкӑна йӗркелекенӗсем шӑпах та пӗртавансем -Ивановсен ҫемьйин пирӗштийӗсем, Дарья, Галина тата Людмила.
Конкурсра кашни пике хăйне тавçăруллăрах, ăслăрах, ăстарах кăтартма тăрăшрĕ. Пилĕк пайра тупăшма тиврĕ — «Паллашу», «Ăс-тăн ăмăртăвĕ», «Пултаруллăх конкурсĕ», «Чăваш халăх апачĕ», «Чăваш стилĕ». Даша конкурса хатӗрленсе тутлӑ хуплу пӗҫерчӗ, кӗпе-тумтир хатӗрлерӗ, куракансене хӑйӗнпе паллаштарчӗ тата илемлӗ юрӑ парнелерӗ.
Пахалавçăсем хăйсен пĕтĕмлетĕвне пĕлтернĕ хыççăн конкурсанткасене тӗрлӗ номинаципе хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Пултаруллӑ та чипер хӗрсем «Ăс пике», «Çепēç пике», «Куракансем кăмăлланă пике» тата ытти ятсене, пирӗн Даша «Хӳхēм пике» ята илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Çӗнтерӳҫӗ «Канаш ен пики-2026» ятне Шелттем тӑрӑхӗнчи Маяк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Жанна Ильина илме пултарчĕ.
Эпир Дарья Сергеевнӑна конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑшан тав сӑмахӗ калатпӑр. Малалла та пурнӑҫра пусӑк ҫитӗнӳсем тума телей тата ӑнӑҫу сунатпӑр!
22:58 05.03.2026 16+