Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Таврара шап-шурӑ юр выртать пулин те пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче ҫурхи кӑмӑл хуҫаланчӗ.

Таврара шап-шурӑ юр выртать пулин те пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче ҫурхи кӑмӑл хуҫаланчӗ.

"Пирӗшти" ушкӑн чӑн-чӑн уяв парнелерӗ ял-йыша. Пултаруллӑ хӑнасем уҫӑ та янӑравлӑ сасӑпа, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе, шӳт-кулӑпа куракансен чунне тыткӑнларӗҫ, кашнин чӗринчех ҫепӗҫ те ӑшӑ туйӑмсем хускатрӗҫ.

Аннесемпе аппасене, асанне-кукамайсене, кинеми-тӑхлачсемпе хастар пикесене ырлӑх сунса шӑранчӗ юрӑ-кӗвӗ. Залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ артистсене, вӗсемпе пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ, ҫывӑх ҫыннисене саламларӗҫ. Ватти те, ҫамрӑкки те уяв концерчӗпе киленчӗ.

Ӑш пиллӗ тӗл пулушӑн Шуркасси клубӗ ҫумӗнчи маттур ушкӑна чун-чӗререн тав тӑватпӑр, ӳсӗмсем сунатпӑр.
00:15 09.03.2026 16+
33
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top