Сумлă юбилей
Сумлă юбилей
Таврара ꞔуркунне хуꞔаланать.Пуш уйăхĕнче пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет. Çак уйăхра кун ꞔути курнисем чылай. Вĕсене эпир яланах асра тытатпăр, уйрăмах аслă ăрури ентешсене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсенчен пĕри – Елизавета Харитоновна. Вăл черетлĕ ꞔуралнă кунне кăна мар, сумлă юбилейне те паллă турĕ, 95 ꞔул тултарчĕ. Ачисем, тăван-хурăнташĕ Елизавета Харитоновнăна саламлама шăмат кун, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, кĕрекене пуꞔтарăнчĕꞔ. Уяв хуꞔи хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ.
Чакаꞔ ял территори пайĕн тĕп специалисчĕ Надежда Николаева юбиляра ăшшăн саламларĕ, чечек ꞔыххи, асăнмалăх парне тата Кремльтен ярса панă ꞔырăва вуласа пачĕ. Мăкăр культура ĕꞔченĕ Вероника Иванова илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ, уяв хуꞔин куꞔĕнчен савăнăꞔ куꞔꞔулĕ юхрĕ, хăй юратнă юррисене аса илсе пĕрле юрларĕ. Кĕскен хăйĕн кун-ꞔулĕпе паллаштарчĕ. Елизавета Харитоновна Канаш тăрăхĕнчи Тăрăн ялĕнче йышлă ꞔемьере ÿснĕ. Амăшĕнчен ꞔамрăклах тăлăха тăрса юлнă хĕрĕн пĕчĕклех йывăр ĕꞔе кÿлĕнме лекнĕ. Шăллĕшĕн амăшĕ вырăнне пулма тивнĕ. 1954 - мĕш ꞔулта вăл Мăкăр ял каччипе Герасимов Николай Герасимовичпа паллашса ꞔемье ꞔавăрнă, вĕсем 6 ачана кун ꞔути кăтартнă. Анчах мăшăрлă пурнăꞔ ꞔав тери кĕске килсе тухнă. Упăшки йывăр чире пула пурнăꞔран ꞔамрăклах уйрăлса кайнă, анчах та ꞔамрăк хĕрарăм пуꞔне усман, ачисене пĕчченех пăхса ÿстерсе пурнăꞔ ꞔулĕ ꞔине ꞔирĕп тăратнă. Вĕсем пурте пултаруллă, ꞔав тери ĕꞔчен, вашават. Кашниех ꞔирĕп хуꞔалăх тытать. Ачисем юратнă амăшĕ патне тăтăшах килсе ꞔÿреꞔꞔĕ. Лисук аппа мĕн тивĕꞔлĕ канăва тухичченех «Канаш» колхозра вăй хунă. Елизавета Харитоновна Тыл ĕꞔченĕ тата Ĕꞔ ветеранĕ хисеплĕ ятсене тивĕꞔнĕ. Паянхи куна вăл ывăлĕн ꞔемйипе пурăнать. Ирина кинĕ уншăн хĕрĕ вырăннех. Лисук аппа пĕтĕм йывăрлăха ꞔирĕп чăтса ирттернĕ. 95 ꞔулта пулин те тăнĕ ꞔивĕч, иртнисене йăлтах астăвать, пурне те паллать. «Куꞔ витĕрех курмасан та ꞔынна сассинчен уйăратăп,» -тет. Мăнукĕсем те асламăшĕ - кукамăшĕ ꞔумĕнче тăтăшах. Вĕсем те шутсăр маттур, ĕꞔчен, ларма - тăма пĕлмен ꞔамрăксем. Чăнласах ĕнтĕ, ырă кăмăлпа кĕтсе илекен пур чухне ꞔав кил - ꞔурта килсех тăрас килет.
Елизавета Харитоновнăна сумлă юбилей ячĕпе саламланă май ꞔирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх тата телей сунтăмăр, 100 ꞔула ꞔитиччен сывлăхпа пурăнма пиллерĕмĕр.
20:46 09.03.2026 16+