Хĕрарăмсен уявĕ каçĕнче Шуркасси клубĕнче клуб çумĕнчи «Ромашки», «Пирĕшти» тата «Куммасем» ушкăнсем концерт программипе ял-йыша саламларĕç.
Хĕрарăмсен уявĕ каçĕнче Шуркасси клубĕнче клуб çумĕнчи «Ромашки», «Пирĕшти» тата «Куммасем» ушкăнсем концерт программипе ял-йыша саламларĕç.
Ешкильт ялĕнчи Иванова Тамарăн хĕрěсемпе мăнукěсен çепĕç сассисем куракансене тытканларĕç. ,,Ромашки,, ушкăн хĕрěсем те вěсенчен юлмарĕç. Хăйсен пурнăçне шӗллемесĕр паянхи кун мирлĕ пурнăçшăн кěрешекен ятарлă çар операцинче тăракансен, вӗсен мăшăрĕсем ячĕпе чуна тивекен юрă парнелерĕç.
Рaççей халăхĕн тĕрлĕ ташшисене Ирина Муллина куракансем патне çитерчĕ. Мĕнле уяв пултăр купăс сассисĕр. Емельянов Владимир ертсе пыракан, Куммасем" пĕрлешĕвĕ чăваш юррисем тата ташăсем парнелерĕ. Светлана Емельянова хӑй ҫырнӑ анне çинчен вуланă сăвă тыткăна илчĕ.
Ятарлă музыка шкулне вĕренме çÿрекен В.Сорокин баянпа кĕвĕсем янраттарччĕ.
Ветерансен совечĕн ертӳҫи Людмила Леонтьевна тата Людмила Николаевна артистсене тав сăмахĕceм каларĕç.
Клуб тулли халăх пулни тата концерт программи тăршĕпех алă çупни юрласа ташлакансене хавхалантарчĕ. Уяв каçне хутшăнакансене пурне те чĕререн тав сăмахĕ калас килет.
16:19 10.03.2026 16+
Оставить сообщение: