Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сухайкасси тӗп шкулӗнче Канаш муниципалитет округĕнчи шкул ачисен «Çамрǎклăх.

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сухайкасси тӗп шкулӗнче Канаш муниципалитет округĕнчи шкул ачисен «Çамрǎклăх. Пултарулăх. Шырав – 2026» наукăпа практика конференцийě иртрě.
Ӑна Раççей Федерацийӗнче Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тата Чӑваш Республикинче Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхӗн çулталăкӗ пулнине халалланă.
Шкул ачисем чӑваш чӗлхипе, чӑваш литературипе тата тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ тӗпчев ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Вĕсен хушшинче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнчи ачасем те палăрчĕç. 6-мĕш «А» класра вĕренекен Николаев Мишăпа Никонорова Елена «Паттăрсем юнашарах» ĕçпе хутшăнса малти рете тухрĕç.
Мишăпа Лена тĕпчев ĕçĕнче пĕрремĕш утăм турĕç. Паллах вĕсем хумханчĕç те. Мĕнле хумханмăн-ха? Ачасем ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр ентешĕсем çинчен тĕпчев ĕçĕ çырчĕç, ăна чыслăн хÿтĕлерĕç.
Чи пахи – пухнă материалсемпе класс сехечĕсенче усă курма пулать. «Пирĕн хамăрăн паттăрсене пĕлмелле»,- теççĕ Мишăпа Лена.
Эпир маттур вĕренекенсене Николаев Мишăпа Никонорова Ленăна тата вĕсен ертÿçине Смолина Светлана Нестеровнăна саламлатпăр! Шырăр, тĕпчĕр малалла та! Ăнăçусем сунатпăр!
Тĕпчев ĕçне çырма хавхалантарнăшăн пултаруллă ачасен ашшĕ-амăшне, СВО- на хутшăнакан паттăрсен çемйисене пысăк Тав сăмахĕ калатпăр.
22:38 18.03.2026 16+
0

Оставить сообщение:

Выбор редакции