Пуш уйăхĕн 16- мĕшĕнче Шупашкарти «ПЕХЕТ» агромаркетра «Туслăх» (Мăкăр ялĕ) тата «Тăванлăх» (Сиккасси ялĕ) фольклор ушкăнĕсем Канаш тăрăхĕн юри-ташшипе илемлетрĕꞔ, ал...

Пуш уйăхĕн 16- мĕшĕнче Шупашкарти «ПЕХЕТ» агромаркетра «Туслăх» (Мăкăр ялĕ) тата «Тăванлăх» (Сиккасси ялĕ) фольклор ушкăнĕсем Канаш тăрăхĕн юри-ташшипе илемлетрĕꞔ, ал ăстисен куравĕсемпе пуянлатрĕꞔ.

Мăкăр ялĕнчи культура ĕꞔченĕ Вероника Иванова маꞔтăр – класс кăтартни, хăйĕн ĕꞔĕсемпе паллаштарни хăнасен кăмăлне чăннипех ꞔĕклерĕ. Палăртма кăмăллă, курма килекенсен хушшинче маꞔтăр - класа вырăссемпе тутарсем те хаваспах хутшăнчĕꞔ.
Тĕрĕ ăстипе паллашма, унран ырă тĕслĕх илме те сăлтавĕ пурах. Вăл «Туслăх» фольклор ушкăнне тата «Алă ăсти» кружока вунă ꞔул ытла ертсе пырать. Вĕсене капăр чăваш тумĕсемпе час-часах сайтсенче курма пулать. Тумĕсене вĕсем хăйсемех ꞔĕлесе чăваш тĕррипе капăрлатасꞔĕ, хăйсен ꞔи-пуꞔне ꞔĕнетсе, пуянлатсах тăраꞔꞔĕ.
Шупашкара ꞔитсе маꞔтăр-класс кăтартма та шикленмерĕ тĕре ăсти- Вероника Иванова.
«Мана ꞔакăн пек яваплă ĕꞔе шанса панăшăн питĕ савăнтăм. Куравĕ ꞔав тери анлă та пуян пулчĕ. Ентешсем чăваш чĕлхине манманни, кăмăла ꞔĕклерĕ. Çакăн пек маꞔтăр- классене хутшăнни кирлех.
Нумай ꞔул пухнă пуян опыта ꞔитĕнекен ăрăва парса хăварас килет».
Маꞔтăр-класа чылай арꞔын ачасем хутшăнчĕꞔ, питĕ интересленсех тĕрлерĕꞔ.
Курава килнĕ хăнасем ытараймасăр чăваш халăхĕн пуянлăхĕпе паллашрĕꞔ, тĕрлес ăсталăха та тишкерсе сăнарĕꞔ.
«Мана шанаꞔꞔĕ пулсан, манран пулăшу кирлĕ пулсан - эпĕ яланах ꞔул ꞔÿреве тухма хатĕр. Чунра ыр кăмăллăх вучахĕ хĕрÿ. Атте-анне пилленĕ пек хамăр хыꞔꞔăн ачасемпе мăнуксем валли ырă ĕꞔсемпе ырă ят кăна хăварас килет».
09:19 20.03.2026 16+
0

Оставить сообщение:

Выбор редакции