Культура ӗçченӗ ял ꞔыннисен таланчĕсене уꞔма пулăшать.

Культура ӗçченӗ ял ꞔыннисен таланчĕсене уꞔма пулăшать. Культура ӗҫченӗ – вӑйӑҫ, ҫӗвӗҫ, учитель, врач, строитель. Апла пулман пулсан, ҫынсене савӑнӑҫ кӳрес тӗллевпе ӗҫе васкаман пулӗччӗ. Вероника Иванова Мӑкӑр халăхĕ мĕн ыйтнине тивĕꞔтерсе вунă ҫул ӗҫлет, культура ĕꞔне суйласа илнишĕн пӗрре те ӳкӗнмест. Пурнӑҫ йӗрки питĕ улшӑннӑ пирки, хальхи культура вучахӗнче вут ан сӳнтӗр, ҫынсене хӑй патнелле турттӑр тесен ҫӗнӗ хутшӑну майĕсене шырамалла. Куракансене явӑҫтарма, вӗсен пултарулӑхне йӗркелеме ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсем шырама тивет.

«Маншӑн клуб – иккӗмӗш кил, унта эпӗ вӑхӑта ытларах ирттеретӗп. Ман шутпа, культура ꞔуртĕнче ял халăхне те лайӑх та хӑтлӑ пулмалла. Вӗсем кунта чунпа канма, туссемпе курнӑҫма, артист ролӗнче пулма, тусӗсен е хӑйсен ачисен пултарулӑхне. курма пултараꞔꞔĕ. Аслӑ ӑрусем теннисла выляҫҫӗ, ҫамрӑксем шахмăтла е шашкӑлла ăмăртаҫҫӗ. Час-часах ялти ватӑрах хӗрарӑмсем каҫхине уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра клуба кӗрсе тухаҫҫӗ. Ку самантсем маншӑн уйрӑмах хаклӑ. Эпир вӗсемпе чей пӳлӗмӗнче тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яватпăр. Сцена ꞔине тухмалли кĕпе - тумтире те хамах ꞔĕлесе, ꞔĕнетсе тăратăп. Канмалли кунсене тата уяв кунӗсене культура ӗҫченӗсем ӗҫре ирттереҫҫӗ. Килте е хӑнара пулсан та черетлӗ мероприяти ҫынсен. асӗнче юлтӑр тесе мӗнле ирттересси ҫинчен шухӑшлаꞔꞔĕ. Культура ĕꞔне ытларах «Туслăх» фольклор ушкăнне ꞔÿрекенсем хутшăнаꞔꞔĕ, ꞔитӗнекен ӑрӑва та хăйсен пысăк опытне парса хăварма тăрăшаꞔꞔĕ. Кунта ачасем эрнере икӗ кун ꞔÿреꞔꞔĕ, ал ӗҫ кружокӗсене хутшăнаꞔꞔĕ. Вĕсем тунӑ илемлӗ ӗçӗсем культура ꞔуртĕнче куꞔ умĕнче»,-тет Вероника Иванова. Çапла вара, культура ĕꞔченĕ ял ꞔыннисен таланчĕсене уꞔма пулăшать.
Пурне те уяв ячӗпе культура ӗҫченӗсем!

#ЕР21Чувашия
#КультураМалойРодины
#СпасибоЗаКультуру
17:44 25.03.2026 16+
0

Оставить сообщение:

Выбор редакции