Юратупа тӗнче Илемлĕ
Юратупа тӗнче Илемлĕ
Сар хӗвелӗ йӑл кулать, шевлисене сапалать, шур юра ирӗлтерет, савӑк кӑмӑл парнелет.
Ҫурхи кунсен ӑшшипе саламласа пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче "Юратупа тӗнче илемлӗ, юратупа юрлать чӗре" концерт иртрӗ. Ӑна "Эс пуртан, тӑван" юрӑпа "Енӗшсем" пултарулӑх ушкӑнӗ уҫрӗ. Тӑванлӑх, туслӑх, юрату ҫинчен шӑранчӗҫ юрӑсем.
Илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗ чун-чӗрене хавассӑн ҫупӑрларӗ, ҫепӗҫ туйӑмсем вӑратрӗ. Татьяна Романова сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ шӑрҫаларӗ, аса илӳ ҫӑмхи сӳтӗлнӗ май кашниех шухӑша путрӗ. "Чун ялан вун саккӑрта, юрлас килет, савас килет, ырӑ курса пурнас килет",- такмакласа ташларӗҫ, хавхаланса юрларӗҫ Вӑрман Енӗш хастарӗсем.
Пуш уйӑхӗнче ҫут тӗнчене килнисене те палӑртса хӑварчӗҫ концертра, чӗререн тухакан ӑшӑ саламсем вӗҫтерчӗҫ.
Кулӑш кунӗ ҫывхарса килнӗ май театр ушкӑнне ҫӳрекенсем ял-йыша шӳтсемпе савӑнтарчӗҫ. Чылайӑшӗ вӗсенче хӑйсен тӑванӗсене, кӳршисене, пӗлӗшӗсене палласа илчӗ. "Чечек туянӑр" сценка та куракансен кӑмӑлне кайрӗ.
"Пирӗн хӗрӗм Нарспи" камитпе вӗҫленчӗ концерт. Ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗ валли каччӑ шыраҫҫӗ. Анчах кашни Нарспийӗн хӑйӗн Сетнерӗ пур. "Мана савать, мана илет хам юратнӑ каччӑ",- тет те Нарспи Патмаров лейтенантпа инҫете кайма килӗшет. Ҫапла ҫав, юратса пӗрлешнине мӗн ҫиттӗр?!
Юратура кашни этем илемлӗ,
Юратура ун савӑк кунӗсем.
Сирте ан сӳнтӗр юрату хӗлхемӗ,
Телейлӗ пулӑр юратса, ҫынсем.
21:06 29.03.2026 16+
Оставить сообщение: