Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Муркаш культура çуртĕнче Раççейри XXVII-мĕш чăваш эстрада юррин "Кӗмӗл сасӑ—2026" фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Муркаш культура çуртĕнче Раççейри XXVII-мĕш чăваш эстрада юррин "Кӗмӗл сасӑ—2026" фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

Кăçал ăмăртăва çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 18 çамрăк хутшăнчĕ.
Килнĕ хăнасене Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Валерий Леонидович Клементьев, Муркаш муниципалитет округěн администрацийĕн культура тата архив ěҫěсен пайěн ертӳҫи Любовь Александровна Рыжкова тата Муркаш муниципалитет округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателĕ Александр Платонович Давыдов саламларĕç, конкурсра çĕнтерме, пултарулăха тивĕçлĕ кăтартма ăнăçу сунчӗҫ.

“Кĕмĕл сасă – 2026” фестиваль-конкурса Канаш тӑрӑхӗнчи Ксения Алексеева тата Екатерина Козлова (Вӑтакас Татмӑш хӗрӗ) хутшӑнчӗҫ. Пирĕн хĕрсем пултаруллă та илемлĕ пулни чуна савăнтарчĕ.

Ксения Алексеева 1-мĕш степеньлĕ лауреат, Екатерина Козлова конкурса хутшӑнакан диплома тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
«Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса хутшăннă пур çамрăка та парнесем парса хавхалантарчĕç, чи пултаруллисене хаклă парнесемпе чысларĕç.
09:05 29.03.2026 16+
0

Оставить сообщение:

Выбор редакции