Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Ҫурхи концерт куракансене савӑнтарчӗ

Ҫурхи концерт куракансене савӑнтарчӗ

Ака уйӑхӗн 4 - мӗшӗнче Мӑкӑр культура ҫуртӗнче черетлӗ концерт иртрӗ.
Эстрада ҫӑлтӑрсем Антонинӑпа Пётр Красновсем тата "Шуҫӑм" фольклор ушкӑнӗ хӑйсен илемлӗ те янӑравлӑ сассисемпе куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ, савӑнӑҫ парнелерӗҫ.

Концерт программине "Мӗнле чӗнтӗр, тӑван, мӗнле чӗнтӗр?" юрӑпа пуҫларӗҫ. Кашни юрӑ хыҫҫӑн ял халӑхӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса юрӑҫсене хавхалантарса тӑчӗ, пӗлнӗ юрӑсене пӗрле юрласа савӑнчӗ. Мӗн тери илемлӗ те ҫепӗҫҫӗн янӑраҫҫӗ чӑваш юррисем чун-чӗререн юрласан.
Концерт программи анлӑ та тӗрлӗ жанрлӑ пулчӗ.

Антонинӑпа Пётр Красновсем тата Дианӑпа Николай Сусаринсем уйрӑмах куракансене тыткӑна илчӗҫ. Чӑваш ташшисем концерт программине илемлетрӗҫ. Митта Ваҫлейӗ ҫырнӑ "Шупашкар"сӑвва Александр Степанов ҫав тери хумхануллӑ вуласа пачӗ.

Ял халӑхӗ ятӗнчен культура ӗҫченӗ Вероника Иванова тав сӑмахӗ каласа ҫирӗп сывлӑх, пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ҫынсене татах та савӑнтарма вӑй-хӑват сунчӗ.
Куракансем, паллах, килӗсене тулли кӑмӑлпа шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса саланчӗҫ. Концерт пурне те килӗшрӗ.
07:20 06.04.2026 16+
16
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top