Мухтавлӑ Мӑкӑр ене туристсен маршрутне кӗртни ҫинчен эпир пӗрре кӑна мар пӗлтернӗччӗ вулакансене.
Мухтавлӑ Мӑкӑр ене туристсен маршрутне кӗртни ҫинчен эпир пӗрре кӑна мар пӗлтернӗччӗ вулакансене.
Мӑкӑр ялӗнче вырнаҫнӑ паллӑ чугун ҫул кӗперӗ республикӑра кӑна мар, Раҫҫейра пурӑнакан ҫынсене те кӑсӑклантарать. Кашни кун тенӗ пекех ҫак кӗпер тӗрлӗ регионтан килнӗ туристсемпе тулать. Мухтавлӑ виадук историйӗпе тӗплӗн паллашма килеҫҫӗ те вӗсем.
Кашни килнӗ хӑна куҫ илмесӗр сӑнать истори палӑкне, алӑпа сӗртӗнсе аваллӑх мулӗпе киленет.
Анчах та ҫулсем иртнӗ май Ҫӗнтерӳ кӗперӗ самаях кивелни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ ялта пурӑнакансем.Ҫавӑнпа та кӗпер ҫине ҫӳле хӑпарма пачах та юрамасть.
Паян, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ялти хастарсем кӗпер ҫине хӑпарма пачах та юраманни ҫинчен пӗлтерӗшлӗ палла (проход запрещён) вырнаҫтарса лартрӗҫ. Туристсем ҫак пӗлтерӗшлӗ палла (знака)пӑхӑнасса шанатпӑр, асӑрхануллӑрах пулма ыйтатпӑр.
22:11 08.04.2026 16+
Оставить сообщение: