Паян 2-а класра «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» ятлӑ класс сехечě иртрě.

Паян 2-а класра «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» ятлӑ класс сехечě иртрě.  Ачасем Григорьева Л.М. класс  ертÿçипе пěрле пысăк уяв  ̶  Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарса килни,  çак уяв историйě пирки, чӑваш чěлхи  ̶ атте-анне чĕлхи  пулни çинчен калаçрěç. Вěренекенсем чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулнине ӑса хыврěç. Вулавӑша килнě чӑваш çыравçисен çěнě кěнекисемпе паллашрěç. Чӑвашла сӑвӑсем вуларěç, тупмалли юмахсен тупсӑмне шырарěç. Унтан чӑваш ачисен вӑййисене выляса савӑнчěç. Ҫакнашкал ěçсем туни ачасене халăх йӑли-йěркисене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма хавхалантараççě.
18:57 23.04.2026 16+
16

Оставить сообщение:

Выбор редакции