Чӑваш чěлхи кунě çывхарса килнě ятпа «Чӑваш тěрри» кружокне çÿрекен 2-а класс ачисем «Пурӑн, чӑваш тěрри!
Чӑваш чěлхи кунě çывхарса килнě ятпа «Чӑваш тěрри» кружокне çÿрекен 2-а класс ачисем «Пурӑн, чӑваш тěрри!» курав уçрěç. Унта вěсем хӑйсен аллипе тунӑ, тěрленě ěçсене вырнаçтарчěç. Чӑннипех асамлӑ иккен чӑваш тӗрӗ-эрешӗ! Пěчěк пулсан та мěнле тӑрӑшса, юратса хатěрленě вěсене ачасем! Чӑвашӑн чунě яланах хитре патне туртӑнать çав. Апла пулсан чӑваш тěррин пуласлӑхě пурах.
#НоваяШкола
18:31 27.04.2026 16+