Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Мăкăр кĕперĕпе мускавсем те паллашрĕꞔ .

Мăкăр кĕперĕпе мускавсем те паллашрĕꞔ .

Кашни кун тенĕ пекех, Мăкăр ялĕнчи чугун ꞔул кĕперĕ хăнасемпе тулать. Иртнĕ кунсенче те курма килекенсен ушкăнĕсем пĕрне - пĕри улăштарсах тăчĕꞔ.
Паян акă Мускавран ꞔула тухнăскерсем те килсе ꞔитрĕꞔ.

Хăнасене Çĕнтерÿ кĕперĕн лапамĕнче «Туслăх» фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ. Хăнасем артистсемпе пĕрле вăйă картине тăрса ташларĕꞔ, чунтанах савăнчĕꞔ. Хăнасене «Туслăх» сачĕ те тыткăна илчĕ.
Çĕнтерÿ кĕперĕпе (ăна эпир виадук тетпĕр) куꞔ тулли ытама илсе киленчĕꞔ, историне упраса хăварма, сенкер экрана куракансене паллаштарма ятарлă кăларăм валли ÿкерсе илчĕꞔ. Мехел тупса чăваш ꞔĕрĕ ꞔинче киленни чылай хавас парнелерĕ хăнасене.

Ялти хисеплĕ те маттур хĕрарăм Лидия Никитична хăйĕн кĕꞔĕн шăллĕпе, Сергей Никитичпа, ꞔăкăр - тăварпа тата кăпăклă чăваш сăрипе хăнасене сăйларĕꞔ.

Мускавра «Поедем, поедим!» телекурав ертсе пыраканпа, Федерико Арнальдипе, ꞔывăхрах паллашни уйрăмах асăмра юлчĕ. Мăкăр ялĕнчи виадука тĕнче шайĕнче пĕлни пире, вырăнта пурăнакансене, мăнаꞔлăх туйăмĕ кÿрет.
21:59 02.06.2026 16+
38
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top