Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирĕн сумлă ентешĕмĕр, филологи наукисен кандидачĕ, Раççейри писательсен Союзĕн членĕ, ЧНАНИ академикĕ, журналист-публицистчӗ, Малтикас ялӗн...

Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирĕн сумлă ентешĕмĕр, филологи наукисен кандидачĕ, Раççейри писательсен Союзĕн членĕ, ЧНАНИ академикĕ, журналист-публицистчӗ, Малтикас ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ Л.И. Филиппова тӑван шкулӗнче пулчӗ, хӑйӗн "Ҫеҫпӗл йӗрӗпе", "Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!" тата "Край Сеспельский" кӗнекисене шкул музейне парнелесе хӑварчӗ.
Кайран Ҫеҫпӗл ял библиотекинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулчӗ. "Ҫеҫпӗл йыхравӗ" регионсем хушшинчи поэзи фестивальне ирттересси пирки тата ытти кирлӗ ыйтусене хускатрӑмӑр. Ялти Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗпе библиотека та парнесӗр юлмарӗҫ.
Тавах сире, Лидия Ивановна! Эпир сире пурнӑҫра ырлӑх-сывлӑх, телей,  литературӑра ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
#ЯркоелетоЧувашии
#ЯркоВЧувашии
#КультураМалойРодины
09:46 19.06.2026 16+
14
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top