Пирĕн тĕллев - чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене, сăвă - юрăллă, вăйă- ташăллă уявĕсене упраса хăварасси, ачасене тăван чĕлхен илемне, пуянлăхне туйма вĕрентесси.
Пирĕн тĕллев - чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене, сăвă - юрăллă, вăйă- ташăллă уявĕсене упраса хăварасси, ачасене тăван чĕлхен илемне, пуянлăхне туйма вĕрентесси.
Кашни халăхăн куçа курăнман чун пуянлăхĕ пур. Халăх ăс-хакăлĕн тупри - юрă е юмах, тупмалли юмах е ваттисен сăмахĕ, халăх вăййи е ташши. Чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕнчи ырă та илемлĕ йăли-йĕркисенчен пĕри - чăваш вăййи.
Çамрăксен вăййи вăл - савăнăçпа пултарулăх, юрă-ташă, вăйă-кулă.
Мăкăр енри хĕр - упраçсемпе яш-кĕрĕм, ачасем «Атьăр, вăййа тухар-и?» вăйă картине пуçтарăнчĕç. Культура ĕꞔченĕ Вероника Иванова яшсене «Ят пĕлмелле», «Тутăр пухмалла» «Çерем касса вир акрăм», «Пиçиххи пăрахмалла», «Кăшманла», «Япала пуçтармалла» вăйăсене вĕрентрĕ. «Итлĕр куккук сассине», «Илемлĕ илемлӗ», «Хурӑн ҫулҫи хурӑн ҫулҫи» тăванлăх юррин сăвви-кĕввине ăша хывтарчĕ. Яш-керӗмсем юрларĕç, ташларĕç, вылярĕç, кулчĕç киле саланас умĕн «Пахчи – пахчи, çырла пахчи» юрра шăрантарчĕç.
Çапла вара вăйă-кулă вĕçленчĕ. Малашне те вăйă картинче юрланă юрăсене, ташăсене, вăйăсене манас марччĕ.
«Питрав çитсен, ешĕл улăхра вăйă ăсатма пуçтарăнар.
Савăнăçлă ирттĕр сирĕн кун- çулăр. Ĕçре, вĕренÿре тăрăшса, хавхаланса вăй хурăр, вăйăра савăнăр. Чăваш ачисем чăвашла выльăр, кулăр, юрлăр, ташлăр, вăйăра савăнăр. Эсир чăвашла калаçсан, юрласан, сăвăсем каласан чăваш пулма пăрахмăпăр»- тесе пиллерĕ культура ĕçченĕ Вероника Иванова.
#СикТух #Этнопроект #ЧувашскиеИгры
#Культура #Традиции #Дети #Семья #Игры
#КанашскийМО
#ЯркоеЛетоЧувашии
15:50 16.07.2026 16+