Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Григорий Семёнович Семёнов 90 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.

Григорий Семёнович Семёнов 90 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫатӑрка Ҫырминче пурӑнакан Григорий Семенович Семенова хисеплесе ҫавра сӗтел хушшине кӳршисем, тӑванӗсем, ҫывӑх юлташӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывӑлӗпе кинӗ тата мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Сумлӑ уяв ячӗпе Мӑкӑр ялӗнчи"Туслӑх" фольклор ушкӑн уява ҫитнӗ хӑнасене хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗ, уяв хуҫи пӗрле юрларӗ, ташларӗ, хӑнасене купӑспа выляса тӗлӗнтерчӗ.

Ҫак сумлӑ ҫула ҫитсе те ӑслӑ-тӑнлӑ, тирпейлӗ те мал курӑмлӑ пулма пурте пултараймаҫҫӗ. Анчах та Григорий Семенович ҫапла тӗлӗнмелле ҫирӗп те шӑнӑрлӑ ҫын. Тӑван республикӑн тӗрлӗ хуҫалӑхӗнче ырми-канми тӑрӑшнӑ вӑл. Григорий Семеновичӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ. Йывӑрлӑхсем унӑн кӑмӑлне пиҫӗхтернӗ, ҫирӗплӗхпе чӑтӑмлӑха вӗрентнӗ. Мӑшӑрӗпе виҫӗ ачана кун-ҫул парнеленӗ. Ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшнӑ. Паянхи кун Григорий Семёнович ывӑлӗпе хӗрӗсен, йышлӑ мӑнукӗсен, кӗҫӗн мӑнукӗсен тимлӗхӗпе юратӑвне туйса пурӑнать. Ҫамрӑк ӑру аслашшӗпе, мӑн аслашшӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланать.

Григорий Семёновича сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен хушшинче нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
11:39 13.08.2026 16+
12
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top