Мӑкӑрсем хӑнасене яланах тарават.
Мӑкӑрсем хӑнасене яланах тарават.
Кашни кун тенӗ пекех Мӑкӑр ялӗнче вырнаҫнӑ мухтавлӑ авалхи чукун ҫул кӗперӗ туристсемпе тулать.Ҫурла уйӑхӗн 17- мӗшӗнче Шупашкартан, ЧПУ ра вӑй хуракансем (члены чувашского отделения географического общества) хӑнара пулчӗҫ.
"Туслӑх" ушкӑн хаваслӑ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Хӑнасем вырӑнти артистсемпе пӗрле юрларӗҫ савӑнчӗҫ, шукӑль чӑваш тумӗсене сӑнарӗҫ, кашни тенкинех тытса пӑхса киленчӗҫ. "Туслӑх" ушкӑна ҫӳрекенсем кашниех алӑ ӑсти: тӗрлеме те ҫӗлеме маттур, - пӗлтерчӗ ушкӑн ертӳҫи Вероника Иванова.
Хӑнасем тин ҫеҫ ҫӗнетнӗ #культура ҫуртӗнче пулчӗҫ. Культура ӗҫченӗ Вероника Ивановна виадук историйӗпе, сӑваплӑ ҫӑлкуҫ ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Мӑкӑрсем хӑнасене ҫирӗп сывлӑх сунса ӑсатрӗҫ.
10:33 18.08.2026 16+