Иванов Василий Иванович 90 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.
Иванов Василий Иванович 90 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Асхва ялӗнче пурӑнакан Иванов Василий Ивановича хисеплесе ҫавра сӗтел хушшине хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх юлташӗсем, кӳршисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Сумлӑ уяв ячӗпе тӑванӗсем уява ҫитнӗ хӑнасене хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ, уяв хуҫи пӗрле юрларӗ, ташларӗ. Хӑнасене ҫывӑх юлташӗ купӑс каласа ташлаттарчӗ.
Ҫак сумлӑ ҫула ҫитсе ӑслӑ-тӑнлӑ, тирпейлӗ те мал курӑмлӑ пулма пурте пултараймаҫҫӗ, Василий Иванович тӗлӗнмелле ҫирӗп те шӑнӑрлӑ ҫын. Ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ пулсан та, йывӑрлӑхсем унӑн кӑмӑлне пиҫӗхтернӗ, ҫирӗплӗхпе чӑтӑмлӑха вӗрентнӗ, виҫӗ ачине кун-ҫул парнеленӗ. Икӗ хӗрпе ывӑлне тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшнӑ, пурне те аслӑ пӗлӳ панӑ. Шел пулин те, ывалӗ тӑванӗсемпе пӗрле кӗреке хушшине лараймарӗ - хӑй ирӗкӗпе Украинӑри вӑрҫа тухса кайнӑ, паттӑрла пуҫне хунӑ...
Василий Иванович вӑтӑр ҫул хушши Шӑхасанти кинопрокат хуҫи пулса ӗҫленӗ, ӗҫне кура ӑна нумай Хисеп грамотисемпе чысланӑ, "Чӑваш Республикин хисеплӗ культура ӗҫленӗ" ятне илме тивӗҫнӗ.
Паянхи кун Василий Иванович хӗрӗсен, кинӗн, йышлӑ мӑнукӗсен тата 12 кӗҫӗн мӑнукӗсен тимлӗхӗпе юратӑвне туйса пурӑнать. Ҫамрӑк ӑру аслашшӗпе, мӑн аслашшӗпе тивӗҫлипех мӑнаҫланать.
Иванов Василий Ивановича сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен хушшинче нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
#КанашскийМО
12:25 09.09.2026 16+