Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче "Енӗшсем"фольклор ушкӑнӗн маттурӗсем Малти Питтикасси ялӗнче пурӑнакан Макарова Зоя Васильевна патӗнче пулчӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче "Енӗшсем"фольклор ушкӑнӗн маттурӗсем Малти Питтикасси ялӗнче пурӑнакан Макарова Зоя Васильевна патӗнче пулчӗҫ. 90 ҫулхи ҫавра ҫулпа саламласа шӑранчӗ юрӑ-кӗвӗ.
Ветерансен Совечӗн председателӗ Кузьмин Вячеслав Александрович Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ хисеплӗ ватта. Ямаш территори пайӗн ӗҫченӗсем, кӳршисемпе тӑванӗсем Зоя Васильевнӑна чунтан тухакан ӑшӑ та ырӑ сунӑмсемпе хавхалантарчӗҫ, унӑн вашаватлӑхӗпе хастарлӑхне палӑртса хӑварчӗҫ.
Зоя Васильевна - 6 ача амӑшӗ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ, нимле ӗҫрен те ӳркенмен. Йывӑр вӑхӑтра ҫитӗннӗ вӑл, пурнӑҫ тути-масине ир туйса илнӗ, алла усман, яланах малалла талпӑннӑ.
Хӑнасене тарават кинемей. Кил-ҫуртра таса та хӑтлӑ. Шӳт-кулӑпа туслӑскер пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пултарать. Паян та вӑл чарӑнми калаҫрӗ, кашнинех ӑшӑ сӑмахпа тивӗҫтерчӗ.
Малалла та тӑвансемпе, мӑнуксемпе, кӗҫӗн мӑнуксемпе савӑнса, ҫывӑх ҫынсен тимлӗхӗпе юратӑвне туйса пурӑнма ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунатпӑр сире, хаклӑ Зоя Васильевна.
#Канашскиймо
#юбилей90лет
#старшеепоколение
06:36 15.09.2026 16+