Мăкăрсем кĕтнĕ хăнасем пулчĕç.
Мăкăрсем кĕтнĕ хăнасем пулчĕç.
Авăнăн 24 - мĕшĕнче Вăтапуç культура çуртĕнче чăн-чăн чăваш уявĕ кĕрлерĕ.
Тинех кĕтнĕ творчество сезонĕ уçăлчĕ. Эпир, Мăкăрсем, кĕтнĕ те хаклă хăнасем пултăмăр.Йыхрав илсе, вăрăм çула кĕскетсе Вăрăмпуç ялне çитрĕмĕр.
Кунта çĕнĕ творчество сезонне концерт программипе уçрĕç.Уява ял халăхĕ чылай пуçтарăнчĕ. «Туслăх» фольклор ушкăн репертуарĕ асатте-асаннесенчен упранса юлнă юрă-ташăпа пуян. Тус-тăванлăх, хăна юррисем уява пухăннисемшĕн чун уççи пулчĕç. Куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Уяв вĕçленнĕ май культура ĕçченĕ Татьяна Васильева сăмах илчĕ. «Çĕнĕ творчество сезонĕ уçăлчĕ, культура вучахне хĕмлентерме кашниех ырă ĕçпе малашне те мероприятисене хастар хутшăнар, тăван ял ятне, сумне пĕрле çÿле çĕклер,»- терĕ сăмаха вĕçленĕ май.
Уяв пурне те килĕшрĕ.
#ЯрковЧувашии
#Канашскиймо
09:26 25.09.2026 16+