Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче аслӑ ӑру ҫыннисене чысларӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче аслӑ ӑру ҫыннисене чысларӗҫ.
"Чун-чӗре ӑшшине парнелетпӗр сире" уяв саламсемпе пуҫланчӗ. Ватӑсене сума суса Ямаш территори пайӗн пуҫлӑхӗ Васильев Б. В., ветерансен Совечӗн председателӗ Кузьмин В. А. тата культура ӗҫченӗсем нумай ырӑ сӑмах каларӗҫ, вӗсен хастарлӑхне палӑртса хӑварчӗҫ.
Любовь Сергеева ертсе пыракан халӑх театрӗ "Хыпар сутакан Вӗҫелюк"спектакльпе савӑнтарчӗ ял-йыша. "Енӗшсем"тата "Парчар" фольклор ушкӑнӗсем илӗртӳллӗ юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Чӑваш такмакӗ янрасан пӗр туслӑ ушкӑн пулса ташӑ картине тӑчӗҫ уява килнисем, илемлӗ кӗвӗ-ҫемӗпе киленсе шӑм-шака вылятса илчӗҫ.
Хаваслӑ тӗл пулупа, ӑш пиллӗ калаҫупа, шӳт-кулӑпа асра юлӗ ҫак кун. Ачасемпе мӑнуксен юратӑвне, ҫывӑх ҫынсен тимлӗхне туйса пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр сире, хаклӑ асанне-кукамайсем, асатте-кукаҫисем, кинемейсемпе мучисем!
#ЯрковЧувашии
#КанашскийМО
#Старшеепоколение
22:51 29.09.2026 16+