Вырсарни кун, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, енӗшсем кӗр мӑнтӑрӗпе уява пухӑнчӗҫ.
Вырсарни кун, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, енӗшсем кӗр мӑнтӑрӗпе уява пухӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ тырра киветсе техӗмлӗ кӑпӑш ҫӑкӑрпа, кӑпӑклӑ сӑрапа сӑйларӗҫ тӑван-пӗтене.
Кӗр сӑри хуҫаланчӗ Вӑрман Енӗш клубӗнче. Авалтан пыракан йӑла-йӗркепе паллаштарса янрарӗ юрӑ-ҫемӗ. Уява килнисем ҫӳлти хӑватсене тав туса ырлӑх ыйтрӗҫ, юрласа-ташласа савӑнчӗҫ.
Пехил сире, тӑвансем, тепӗр кӗр сӑриччен сывӑ пурӑнар. Турат ҫумне турат хушӑр, тус ҫумне тус пултӑр.
#ЯрковЧувашии
#КанашскийМО
#СохраняяТрадиции
08:53 05.10.2026 16+