Кĕрхи салам
Кĕрхи салам
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мăкăр культура ҫурчĕнче Ваттисен тата Вӗрентекенсен кунӗсене паллă турĕç.
Уява культура ĕçченĕ Вероника Иванова уçрĕ. «Хисеплĕ ватăсем, эсир хăвăр пурнăҫа ĕҫпе ирттернĕ. Ĕҫ сирĕн пурнăҫ тĕллевĕ пулнă. Эсир ача-пăча ÿстернĕ, хуҫалăх ҫавăрнă, кашни кунах юратнă ĕҫе васканă. Эсир хăвăр ĕҫĕрпе ырă ята тивĕҫнĕ. Эпир сирĕнпе хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр. Сире иртнĕ ваттисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх пултăр сире,»-терĕ вăл ватă çынсене саламланă май.
Уяв малалла тăсăлчĕ. Ялти хисеплĕ çын, нумай çул вулавăшра ĕçленĕ Нина Ивановна ватăсене тата вĕрентекенсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕ.
Мăкăр ялĕн культура çурчĕ ҫумĕнче йĕркеленнĕ «Туслăх» ушкăн уяв хăнисене хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе хавхалантарчĕ.
Любовь Кузьмина «Песня начинается» юрра шăрантарчĕ, Кăшнаруй пики Надежда Силпи çырнă «Ватăлма ман вӑхăт çук» сăввине вуласа пачĕ.
Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекенсем Таисийӑпа Мария Ивановăсем «Яр уçса чÿречене кĕтетĕп хам тăвана» юрра шăрантарни уява уйрӑм илем кÿчĕ. Куракансем кашни юрă саламне тăвăллăн алă çупса йышăнни вырăнти артистсене чунтан хавхалантарчĕ.
Вĕрентекенсене видеоролик кăтартса, чечек çыххи парса тата парнепе хисеп турĕç.
Уяв малалла çавра сĕтел хушшине ларса, шăкăл-шăкăл калаçса, иртнисене аса илнипе вĕçленчĕ.
Кĕмĕл ÿсĕмрисем тата вĕрентекенсем уява хатӗрленӗ культура ӗҫченӗсене чĕререн тав турĕç.
Пурне те уяв ячĕпе саламлатпӑр!
#ЯрковЧувашии
20:55 05.10.2026 16+