#Чăвашчĕлхипелитератураэрни#Яковлева175ҫул
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнĕ май, Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Халăха çутта кăларнă аслă çыннăмăр» ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Мероприятие шкулта вĕренекен кĕçĕн классри ачасем хутшăнчĕç. Пухăннисем И.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçу, «Иван Яковлев калавĕсем» ятпа кĕнеке тишкерĕвĕ итлерĕç, «Тăван чăваш чĕлхи» ятпа литература викторинче тупăшрĕç, «Иван Яковлевич Яковлев» («Чăваш Енĕн паллă çыннисем ачасен куçĕпе» ярăмран) анимациллĕ фильм курчĕç. Кĕçĕн туссем Иван Яковлев çырнă «Михала», «Йăлăнтарни» калавсене Зайцева Александра, Тихонова Ангелина вуланине юратса итлерĕç. Юлашкинчен вулав пÿлĕмĕнче, «Иван Яковлев – Аслă вĕрентекенĕмĕр» ятпа илемлетнĕ кĕнеке куравĕпе паллашрĕç.
08:16 25.04.2023 16+