Питрав уявӗ авалхи уяв. Халǎхра каланǎ тǎрǎх, Питрав уявӗ çуллана çурмалла пайлать: кǎнтǎрлаччен çулла, кǎнтǎрла хыççǎн вара кӗркунне сăнӗ çапать. Çак хушăра çырла пуçтараççӗ, милӗксем хатӗрлесе хураççӗ.
Питрав уявӗ – авалхи уяв. Халǎхра каланǎ тǎрǎх, Питрав уявӗ çуллана çурмалла пайлать: кǎнтǎрлаччен çулла, кǎнтǎрла хыççǎн вара кӗркунне сăнӗ çапать. Çак хушăра çырла пуçтараççӗ, милӗксем хатӗрлесе хураççӗ, хӗллене хатӗрленеççӗ.
Питрав уявне Шелттем тǎрǎхĕнче мĕн авалтан халǎхпа пĕрле пухǎнса ирттернĕ, карталанса юррǎсем юрланǎ, ташǎ ташланǎ, вǎйǎсем вылянǎ.
Палǎртнǎ кун уява уçса, Шелттем территориаллǎ пайĕн начальникĕ Е.Н.Мардарьева килнӗ хăнасене уяв ячӗпе саламларӗ, ырлǎх-сывлǎх, телей сунчĕ, ялти сумлǎ çемьене, Мария тата Виталий Николаевсене Тав хучĕпе, парнепе чысларĕ.
Уяв илемĕ вǎл – юрǎ-ташǎ, вǎйǎ-кулǎ. Уява килнĕ хǎнасем хавас юрǎ-кĕвĕ юрласа-ташласа савǎнчĕç, вǎйǎ-кулǎпа киленчĕç, тĕрлĕ шÿтлĕ чǎваш халǎх вǎййисене хастар хутшǎнчĕç. Уяв тутлǎ шÿрпе çисе, хавас ташǎпа вĕçленчĕ.
Асатте-асаннесен йǎла-йĕрке уявĕсене ачасене, мǎнуксене вĕрентсе хǎварар.
09:21 14.07.2023 16+