Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш муниципалитет округĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тĕп библиотекăра кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитнине халалланă шкул ачисен VII Пирĕн Çеçпĕл фестивалĕ иртрĕ.
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш муниципалитет округĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тĕп библиотекăра кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитнине халалланă шкул ачисен VII «Пирĕн Çеçпĕл» фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале Шăхасан шкулĕн ачисем те хаваспах хутшăнчĕç. "Çеçпĕл Мишшин сăввисене пăхмасăр илемлĕ калани» (5-8 класс ачисем) конкурсра 8-мĕш "А" класра вĕренекен Иванова Татьяна 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Çеçпĕл Мишши – пин-пин чăваш сасси» наукăпа практика конференцийěнче "Çеçпĕл Мишшин Теччĕри пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ" проекта ăнăçлă хÿтĕлесе 9-мĕш "А" тата "Б" классенче вĕренекенсем Соломонова Джанетăпа Иванова Дарья 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Паянхи уяв куннех 7-а класс ачи Спиридонов Игорь Çеспĕл Мишшин "Салтак шăпи" сăввине поэта халалланă митингра шăрантарчĕ. 9-мĕш "А" класс хĕрĕ Петрова Аня Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тĕп библиотекăра "Инçе çинçе уйра уяр ..." сăвва вуласа куракансен чун-чĕрине хускатрĕ.
21:18 16.11.2023 16+