Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче Ун сǎввисем чуна пырса тивеççĕ, ятпа, Гурьева (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) Зоя Павловна сǎвǎçǎпа творчествǎллǎ тĕлпулу иртрĕ, унпа пĕрле кÿршĕллĕ Бюрженер ялĕнчен Лапин В.С., Ĕç ветеранĕ.

Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Ун сǎввисем чуна пырса тивеççĕ», ятпа, Гурьева (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) Зоя Павловна сǎвǎçǎпа творчествǎллǎ тĕлпулу иртрĕ, унпа пĕрле кÿршĕллĕ Бюрженер ялĕнчен Лапин В.С., Ĕç ветеранĕ, журналист пулчĕ.

Зоя Павловна Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ, тǎван ялĕнчи пуçламǎш, Çĕнĕ Шелттемри вǎтам шкулсенчен вĕренсе тухнǎ. Шкул хыççǎн икĕ çул хушши Канашри пĕрлештернĕ «Коммунизмшǎн» хаçат редакцийĕнче корректора пулǎшаканĕ пулса ĕçленĕ, унтан чилай çул хулари пĕр ача садĕче вǎй хунǎ. Хальхи вǎхǎтра вǎл тивĕçлĕ канура.

Тĕлпулу питĕ лайǎх та ǎшǎ кǎмǎллǎ иртрĕ. Зоя Павловна пурнǎçĕ çинчен каласа пачĕ, хǎйĕн маларах, тата хальтерех çырнǎ сǎввисене вуласа пачĕ. Хǎна калаçнине, сǎвǎсем вуланине итлесе ларма киленÿллĕ: сасси лǎпкǎ, çепĕç, ачаш. Итленĕçемĕн итлес килет.

Сǎвǎ, юрǎ – уншǎн чĕре туртǎмĕ. Аппǎшĕсене, йǎмǎкĕн ачисене те питĕ килĕшет вǎл сǎвǎсем çырни.

Чилай сǎвва Зоя Павловна тǎван амǎшне халалланǎ. Хǎй каланǎ тǎрǎх паянхи куна, амǎшне халалланисем, 50-ран та иртнĕ. Хǎйне çуратса ÿстернĕ, пурнǎç çулĕ çине кǎларнǎ амǎшне чи ырǎ сǎмахсемпе, ǎшшǎн çеç аса илет çыравçǎ. Амǎшĕ куçĕ хупǎниччен чилай малтан пĕрре ларсах çак сǎвва шǎрçаланǎ вǎл:

Эп тĕнче хĕрне те утǎп

Аннене курас тесе.

Уй-хир урлǎ хыттǎн чупǎп

Санпа калаçас тесе.

Сĕм вǎрман витĕр те тухǎп

Тǎр пĕччен анне патне.

Тинĕс урлǎ ишсе каçǎп-

Чĕн кǎна йывǎр чухне…

Акǎ тепĕр сǎвǎ:

Хĕвел çути пулса тухǎттǎм

Эс утакан сукмак умне.

Çǎлкуç юххи пулса юхǎттǎм

Анне çула тухнǎ чухне.

Хурǎн çырли пулса пиçĕттĕм

Эс вǎрмана кĕнĕ чухне.

Сарǎ кайǎк пулса юрлǎттǎм

Эс уй-хирпе пынǎ чухне…

Зоя Гурьева виçĕ кĕнеке авторĕ. Виççĕмĕш кĕнеки «Юрла-юрла вĕçес килет» ятпа, нумаях пулмасть пичетрен тухнǎ. Унǎн пултарулǎхне хаклакансем çак кĕнекере, Тǎван Чǎваш çĕршывĕн илемĕ, унǎн ĕçчен халǎхĕ, пире çуратса пурнǎç парнеленĕ анне, çемье ǎшши, тǎванлǎх çинчен вуласа савǎнма пултараçĕ.

- Сǎвǎ çырма ачаранах юратнǎ, - каласа парать Зоя Павловна. – Шкулта вĕреннĕ чухне «Пионер сасси» хаçатра ман сǎвǎсем пичетленсе тухатчĕç. Почтальон хаçата илсе килессе чǎтǎмсǎррǎн кĕтеттĕм…- Сǎвǎ йĕркисем хǎйсем тĕллĕнех, хула урамĕсемпе утса пынǎ чухнех пуçра çуралаççĕ. Алла ручка тытса çийĕнчех хут çине çырса хуратǎп. Юлашки вǎхǎтра пуçра юрǎсен кĕввисем çурала пуçларĕç. Юрий Кудаков, Василий Филиппов, Геннадий Юманай композиторсен, ман сǎвǎсемпе çырнǎ юррисем Чǎваш наци радиовĕпе час-часах янǎраççĕ.

Тĕлпулура Зоя Гурьева çырнǎ сǎвǎсене шкулта вĕренекен ачасем çĕкленÿллĕ кǎмǎлпа вуларĕç. Шелттем территориаллǎ пайĕн начальникĕ Е.Н.Мардарьева, тĕлпулǎва килнисем Зоя Павловна ячĕпе нумай ǎшǎ сǎмах каларĕç, «Юрла-юрла вĕçес килет», кĕнекене пысǎк хак пачĕç. Елена Николаевна хаклǎ хǎнана, литература сукмакĕ çинче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунǎшǎн, малашлǎхра çитĕнÿсем сунса, Тав хучĕпе чыс турĕ. Тĕлпулǎва вĕçлесе ертсе пыракан З.П.Гурьевǎна литературǎн суха кассинче тата нумай сǎвǎсем çырма, кĕнеке хыççǎн кĕнеке кǎларма ырǎ сывлǎх сунчĕ.

23:15 29.11.2023 16+
2893
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top