"Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ" конкурс
Муниципалитет тапхӑрӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен çичĕ педагог ӑсталӑхне кӑтартрӗ.
Тӑван чӗлхене вӗрентекенсен тӗп тӗллевӗ – чӗлхене юратма, хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесси. Ҫакна тӗпе хурса йӗркеленĕ те ĕнтĕ конкурса.
Асӑннӑ конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕнче вӗрентекенсем уҫӑ уроксем пачӗç, класс сехечĕсем ирттерчĕç. Тепӗр тапхӑрта вара «Меслетлĕх лаҫҫинче» хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Вырăскас Пикших вӑтам шкулӗнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Кондратьева Алевтина Сергеевна тата Энтрияль вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Игнатьева Татьяна Леонардовна лауреат ятне тивĕçрĕç.

"Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ" сумлă ята Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Сергеева Людмила Николаевна тивӗҫрӗ.
Людмила Николаевăна муниципалит чысне республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме ăнăçу сунатпăр!