Рекламный баннер 990x90px header-top
Рекламный баннер 990x90px header-bottom

С.Л. Павлов çырнǎ Шǎпчǎк çĕрĕпех юрлать кĕнекене сÿтсе явни.

f09f939a.pngС.Л. Павлов çырнǎ «Шǎпчǎк çĕрĕпех юрлать» кĕнекене сÿтсе явни.

e29891.png Республика шайĕнче иртекен «Литературǎллǎ Чǎваш ен: чи лайǎх вуланакан кĕнеке-2023» конкурс-фестивале хутшǎнса, аслǎ çулти вулавçǎсем Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче С.Л.Павлов çырнǎ «Шǎпчǎк çĕрĕпех юрлать» кĕнекене сÿтсе яврĕç.

Романри ĕç-пуç Шǎпчǎк Эрхипĕн кил-йышĕ тавра пулса иртет. Хǎй вǎйне, ǎс-хакǎлне шанакан çемье пуçĕ алǎ усса ларма хǎнǎхман, нихǎçан та çынна тара тытса ĕçлеттермен. Апла пулин те колхозсем йĕркелеме пуçласан ǎна кулаксен шутне кĕртеççĕ, выльǎх-чĕрлĕхне, пÿртне туртса илеççĕ. Çерçи йǎхĕ чунтанах кураймасть Шǎпчǎксене, вĕсене тĕп тума тĕмсĕлет. Анчах Эрхиппа мǎшǎрĕ, ачи-пǎчи йывǎрлǎхсене парǎнмаççĕ, тĕрĕслевсем витĕр тухса çирĕпленеççĕ, пурнǎç çине урǎх куçпа пǎхма пуçлаççĕ.

Калаçǎва хутшǎнакансем кĕнекери сǎнарсене тишкерчĕç, иртнĕ саманари кунсене аса илчĕç, çавǎн пекех С.Л.Павлǎвǎн кун-çулĕпе, ытти хайлавĕсемпе те паллашрĕç.

17:17 15.10.2024 16+
2849
Выбор редакции
Рекламный баннер 990x90px footer-top