Кашни çул Раççĕй Федерацийĕн сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас.
Кашни çул Раççĕй Федерацийĕн сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕпе пĕрле шкул ачисем тата педагогсем валли «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерет. Шăхасан шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем фестивале хастар хутшăнчĕç.
«Çемье тата экологи темисене халалланă чи лайăх хайлав» номинацире чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Смолина Светлана Нестеровна призёра тухрĕ.
«Г.Н. Волков хайлавĕсем çине таянса тунă чи лайăх видеофильм» номинацире шкулти «Асамат» ушкăн (ертÿçисем Максимова Н.К., Смолина С.Н.) призёра тивĕçрĕ.
6-б класри Кузьмина Полина (ертÿçи Максимова Н.К.), 8 – а класри Фролова Варвара (ертÿçи Сергеева Л.Н.) «Г.Н. Волков хайлавĕсен чи лайăх иллюстрацийĕ» номинацире çĕнтерчĕç.
Çĕнтерÿçĕпе призёрсене саламлатпăр, малалла ăнăçусем сунатпăр!
14:03 29.10.2024 16+