18+
Специальная версия

Хастарлǎ, хыт утǎмлǎ пулǎр,

Хастарлǎ, хыт утǎмлǎ пулǎр,

Çĕршывǎн хастар ачисем.

Вут кайǎклǎн вĕçĕр, ан юлǎр,

Ан юлǎр кун-çул уттинчен.

(Çеçпĕл Мишши)

Умра - черетлĕ паллǎ кун: 2024-мĕш çулхи чÿк уйǎхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши поэтǎмǎр çуралнǎранпа 125 çул çитет. Ахаль поэт мар вǎл - хǎй халǎхĕ ятĕнчен пĕтĕм тĕнче умĕнче сǎмах калама хǎраса тǎман кǎвар чĕреллĕ генилле поэт, революци кĕрешÿçи, сǎвǎ çырма вĕрентекен правилǎсен авторĕ татат ытти те.

Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче кǎвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнǎранпа 125 çул çитнине халалланǎ «Кǎвар чĕреллĕ сǎвǎç Çеçпĕл Мишши» ятпа литературǎпа театрализациленĕ сехет иртрĕ. Унта Шелттем ТП культура ĕçченĕсем, «Шанчǎк» ал-ĕç ушкǎна çÿрекенсем хутшǎнчĕç. Уява пухǎннисем Çеçпĕл Мишшин пурнǎçĕпе пултарулǎхĕн тĕп енĕсем çинчен каланине итлерĕç, вǎл çырнǎ тата ун çинчен çырнǎ хайлавĕсемпе электронлǎ презентаци курса паллашрĕç.

Çеçпĕл Мишши хǎйĕн сǎввисенче халǎхǎн çулǎмланса тǎракан ĕмĕчĕсемпе шухǎшĕсене кǎтартса панǎ. Унǎн сǎвви-юррисем революци çулǎмĕпе çулǎмланнǎ, халǎх ирĕклĕ те тулǎх пурǎнасса шаннǎ, ĕненнĕ вǎл.

Степанова Т.П., Иванова Т.В., Софронова В.М., Сергеева Г.В., Степанова Н.П., Иванова Там.В. Çеçпĕл Мишшин «Çĕнĕ кун аки», «Чǎваш ачине», «Чǎваш арǎмне», «Тинĕсе», «Хурǎç шанчǎк», «Скоро» сǎввисене хавхаланса вуларĕç, çак сǎвǎсем пурин чĕрине те хумхантарса ячĕç.

Нумаях та пурǎнман поэтǎмǎр. Анчах сахал мар вирлĕ сǎвǎсем хǎварнǎ пуласлǎх валли. Вĕсем паян та кивелмеççĕ.

Ĕлĕк ял çыннисем каçсерен пĕр-пĕрин патне ларма çÿренĕ, ал-ĕç тунǎ, хура халǎхǎн йывǎр пурнǎçĕ çинчен калаçнǎ. Çавǎн пек калаçса, пĕрле ĕçлесе чун-чĕре йывǎрлǎхĕсене пусарнǎ. Мишша çак пурнǎçа курса, тÿссе ÿснĕ. Чухǎнсемпе пуянсем хушшинчи танмарлǎх чунне ыраттарнǎ, вǎхǎт-вǎхǎтпа кÿтсех çитнĕ. Çавǎнпа та ĕнтĕ çавǎн пек вирлĕ сǎвǎсем, пĕтĕм халǎх чунне кĕрсе лармалла çырǎннǎ унǎн. Уяв хǎнисем улах та ларчĕç, алǎ ĕçĕ турĕç, пурнǎç çинчен калаçрĕç, авал юррисене шǎрантарчĕç, кукли-пÿремечĕпе сǎйланчĕç.

Çеçпĕл Мишши – чǎваш халǎхĕн мухтавлǎ поэчĕ. Вǎл сахал пурǎннǎ, анчах та ǎна халǎх нихǎçан та манмасть, унǎн ырǎ ячĕ ǎруран ǎрǎва куçса пырать. Эпир унпа мухтанатпǎр, вǎл пирĕн ентеш пулнишĕн савǎнатпǎр.

Çеçпĕл Мишшин çуралнǎ кунне халалласа Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Пирĕн Çеçпĕл Мишши» ятпа курав йĕркеленĕ, пурне те килсе паллашма йыхравлатпǎр.

16:17 14.11.2024 16+
116

Оставить сообщение:

Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Рекламный баннер 990x90px banbottom